Пирĕн тĕллев
«ЯБЛОКО» партин тĕп тĕллевĕ – конституци йĕркипе Раççее хăвăрт аталанма май паракан тата халăхшăн тăрăшакан, хальхи право нормисене тытса пыракан демократиллĕ те социаллă патшалăх туса хурасси.
Мĕншĕн пирĕн Думăра пулмалла?
Халăх интересĕсене хÿтĕлеме тата çак тĕллев патне илсе пыракан саккунсене йышăнма «ЯБЛОКО» партин парламентра пулмалла.
Эпир мĕнпе килĕшме пултараймастпăр?
Влаçпа бизнес пĕрлешсе кайнине сивлетпĕр. Эпир çакăншăн:
- патшалăх пурлăхне сутса тунă укçа-тенкĕне тата бюджет укçине олигархсемпе чиновниксен кĕсйисене яракан майсене пĕтерсе лартмалла;
- патшалăх ĕç вырăнĕсенче бизнесменсемпе вĕсен çывăх тăванĕсем пулмалла мар;
- офшорсенче регистрациленнĕ компанисене çирĕп йĕркепе налук тÿлеттермелле;
- салук аукционĕсенче тупăшлă пурлăх илекенсен саплаштару (компенсаци) налукĕ тÿлемелле.
Коррупцие сивлетпĕр. Эпир çакăншăн:
- ООН Конвенцийĕн коррупцие хирĕçлекен 20-мĕш статйине ырласа туллин çирĕплетмелле те хăйсен пурлăхĕ ăçтан пулса кайнине ăнлантарса парайман чиновниксене явап тыттармалла;
- чиновниксен тупăш декларацийĕсене тĕплĕн тĕрĕслемелле те хăйсен пурлăхне тÿрĕ майпа ĕçлесе илнине ĕнентерейменнисене патшалăх службинчен кăларса ямалла;
- патшалăх тÿпиллĕ компанисенчи директорсен канашĕнче чиновниксемпе депутатсен пулмалла мар.
Çĕршыв гражданĕсен танмарлăхне сивлетпĕр. Эпир çакăншăн:
- чиновниксемпе депутатсем кил-çурт, медицина, транспорт тата ытти тĕлĕшпе усă куракан çăмăллăхсене пăрахăçламалла, «мигалкăсене» пĕтермелле;
- чиновниксен ахаль граждансемпе пĕр йышши пенси йĕрки пулмалла;
- пысăк тата пĕчĕк бизнес хушшинчи право тĕлĕшĕнчи танмарлăха пĕтермелле.
Нацисем хушшинчи хирĕçÿпе курайманлăха сивлетпĕр. Эпир çакăншăн:
- этеме хăш халăх çынни тата мĕнле ÿтлĕ пулнине кура хĕсĕрленĕшĕн, халăхсене пĕр-пĕринпе хирĕçтернĕшĕн çирĕп явап тыттармалла;
- вăтам шкул программине нацисем хушшинчи çураçулăха (тĕрлĕ культурăсен килĕшÿлĕхне) хăнăхтаракан уроксем кĕртмелле.
Тоталитаризмпа сталинизма сивлетпĕр. Эпир çакăншăн:
- Сталинпа большевиксен репрессийĕсене тÿрре кăларма хăтланнăшăн явап тыттармалла;
- ĕлĕкхи тоталитарлă йĕркен каяшĕсемпе кĕрешмелли патшалăх программине йышăнмалла.
Эпир мĕншĕн кĕрешетпĕр?
Çын тата гражданин правипе ирĕклĕхне тивĕçтерме пултаракан патшалăхшăн
Уйрăм çын прависемшĕн
- уйрăм çын пурнăçĕн – çыру çÿретнин тата телефон калаçăвĕн – вăрттăнлăхне упрамалла, кил-çурта ирĕксĕр кĕмелле мар;
- саккуна пăсса çынна хупса лартнине тата унăн ирĕклĕхне чакарнине татăклăн сивлемелле;
- граждансене саккунсăр майпа хĕсĕрленĕшĕн йĕрке хуралĕнче ĕçлекенсене тивĕçлипе явап тыттармалла;
- тĕрмере ларакан граждансен те этеме тивĕçлĕ условисем пулмалла.
Граждансен прависемшĕн
- пикет, митинг, шестви е демонстраци ирттермешкĕн хыпарлав йĕрки çителĕклĕ пулмалла;
- арçынпа хĕрарăмăн пĕр пек майсем тата тан правасем пулнине хÿтĕлемелле, хĕрарăмсене хĕсĕрлени тата ирĕксĕрлени пулмалла мар;
- коммерциллĕ мар пĕрлешÿсене ирĕклĕн йĕркелеме тата чăрмавсăр ĕçлеме май туса памалла;
- хаçат-журнал тата телевиденипе радио ирĕклĕ пулмалла;
- никама пăхăнман тата обществăлла тытăмлă пĕтĕм наци телевиденине туса хумалла.
Демократишĕн
- суйлава пăсса кăтартни тата административлă витĕмпе усă курни пулмалла мар;
- суйлав комиссийĕн йышне йĕркеленĕ чухне пур партисене те хутшăнтармалла;
- политика партийĕсене шута илес (регистрацилес) йĕркене ансатлатмалла;
- политика партийĕ суйлавра 3 % чухлĕ сасă пухни саккун йышăнакан пур шайри пуху ĕçне хутшăнма та ирĕк памалла.
Никама пăхăнман тĕрĕс судшăн
- судри коррупцие тата тĕрĕсмарлăха пула хур курнисене ирĕке кăлармалла тата таса ятне тавăрмалла;
- тĕрĕс мар йышăну тăвакан судьясен яваплăхне хытармалла;
- судьясен йышне тĕпрен çĕнетмелле;
- ятарлă службăсемпе вăй тытăмĕсене сăнаса тăма гражданла тĕрĕслев йĕркелемелле;
- ФСБ, ФСО, полици тата ытти вăй тытăмĕсен полномочийĕсене ытлашши ÿстерекен саккунсене тата саккунран килекен актсене пăрахăçламалла;
- парламент тĕрĕслевĕпе тишкерĕвĕсене ирттермелле, обществăлла организацисем енчен тĕрĕслев йĕркелемелле.
Чăн-чăн федерализмпа наци политикишĕн
- Федераци Канашĕн членĕсене Федераци субъекчĕсенче халăхпа суйламалла;
- Раççей Федерацийĕнчи субъектсен ĕç тăвакан влаç пуçлăхĕсене суйлав мелĕпе палăртмалла;
- геополитика е экологи тĕлĕшĕнчен йывăрлăх тÿсекен региона тата çутçанталăк условийĕсем начар региона патшалăх пулăшăвĕ памалла;
- Раççей халăхĕсен чĕлхипе (чăваш чĕлхипе) культурине патшалăх пулăшăвĕ памалла; федераципе регион шайĕнчи хаçат-журналта тата радио-телевиденире Раççей халăхĕсен чĕлхипе материалсем тăтăш кăларса тăмалла;
- наци республикисенче тăван чĕлхепе пахалăхлă пĕлÿ илме майсем пулмалла; пĕтĕм Раççей талккăшĕнчи пур вăтам шкулта та харпăр хăй кăмăлĕпе тăван чĕлхепе литературăна вĕренме майсем туса памалла.
Вырăнти тулли праваллă хăйтытăмлăхшăн
- вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе килĕшсе туман йышăнусене çирĕплетекен саккунсене улăштармалла;
- пурлăх налукĕнчен пухăнакан мĕн пур укçана вырăнти шайрах хăвармалла.
Профессилле çаршăн
- контракт майĕпе йĕркеленнĕ профессилле çар туса хумалла; çар çыннисене укçа хăпартса памалла тата çурт-йĕрпе тивĕçтермелле, пенси шалăвне палăртнă чухне дискриминациллĕ йĕркене пăрахăçламалла;
- çар тытăмĕпе йышне тата ăна техникăпа тивĕçтерессине чăн хăрушлăха шута илсе палăртмалла.
Тулашри витĕмлĕ политикăшăн
- çĕршыв пĕрлĕхне сыхласа хăвармалла, Раççейĕн кÿршĕллĕ çĕршывсен хăрушсăрлăх гаранчĕ пулса тăмалла;
- Раççейпе Европа пĕрлĕхĕ тата Раççейпе Европа çĕршывĕсем хушшинче çĕнĕлле çыхăнусем йĕркелесе ямалла; виза йĕркине пăрахăçламалла;
- çĕршыв аталанăвĕшĕн юрăхлă та усăллă нормативсемпе стандартсене тĕпе хуракан тĕнче организацийĕсемпе конвенцийĕсене Раççейĕн хастартарах хутшăнмалла.
Социаллă рынок экономикишĕн
Уйрăм харпăрлăха тĕкĕнме чарассишĕн
- йышлă харпăрлăх хуçисен – миноритарлă акционерсен, хваттер, ялти кил-çурт, çĕр лаптăкĕ тата ытти йышши пурлăх хуçисен – прависене хÿтĕлемелле тата çирĕп пăхăнса пымалла;
- уйрăм харпăрлăха шута илес (регистрацилес) йĕркене çăмăллатмалла.
Конкуренцишĕн
- кĕрет монополисен пысăк тăкакĕсене уçăмлă та ăмăртуллă суту (торги) кăна тÿрре кăларма пултарать;
- кĕрет монополисен корпоративлă тăкаксемпе çыхăннă информацие Интернетра вырнаçтармалла;
- Ĕçлĕ çынсене (предпринимательсене) хĕснĕшĕн тата вĕсен умне административлă майпа йывăрлăхсем кăларса тăратнăшăн çирĕпрех йĕркепе айăпламалла;
- монополисен тарифĕсене уçăмлă процедурăсемпе çирĕплетмелле, тÿлев виçине маларах тапхăрти инфляци шайĕнчен ытлашши ÿстермелле мар.
Çĕнĕ экономика политикишĕн
Раççей экономикин аталанăвне май килнĕ таран хăвăртрах ÿстерес тĕллевпе эпир «Çĕр–çурт-йĕр–çул-йĕр» программа хатĕрлерĕмĕр, вăл нумай-нумай çынна харпăр хăй валли çурт-йĕр тума пулăшать. Раççей халех темиçе миллион çынна хăй валли тата ачисем валли харпăр çĕрĕ çинче çурт лартма майсем туса параять. Кил-йыш валли çурт-йĕр çавăрма юрăхлă çĕрсене тата инфраструктурăна уйрăм харпăрлăха тÿлевсĕрех памалла. «Çĕр–çурт-йĕр–çул-йĕр» программăна пурнăçа кĕртни çак енчен усăллă:
- граждансем кил-çурт лартас тĕллевпе тÿлевсĕр майпа çĕр илеççĕ; тавар ытларах сутăнать те чăн экономика хăвăрт аталанма тытăнать, уйрăм кил-çурт тăвакансем йышлă пирки миллион-миллион ĕç вырăнĕ тупăнать;
- граждансем çĕре инфраструктурăпа çыхăнтараççĕ: патшалăх шучĕпе тата вăл пулăшнипе (ытларах сыхлăх фончĕпе усă курса) çул тăваççĕ, газ тата çутă кĕртеççĕ, шыв пăрăхĕсем хураççĕ.
Пĕчĕк тата вăтам бизнеса чăнласа пулăшу памалла
- патшалăхăн бюджета кĕмен фончĕсене каякан страхлав тÿлевĕсен виçисене чакармалла;
- çăмăллăхлă кредитсем парассине йĕркелесе ямалла;
- «халăх пасарĕсене» хута ямалла – пĕчĕк бизнес кооперативĕсем пасар тума çĕр илнĕ чух вĕсене çăмăллăхсем памалла;
- муниципалитетран арендăна илнĕ çурт-йĕр тата ун айĕнчи çĕр хакне тÿлесе татма ирĕк паракан правăна татăклăн хÿтĕлемелле;
- чĕр тавартан услам илмен пысăк мар бизнесăн налук калăпăшне пĕчĕклетмелле.
Социаллă танмарлăха чакармалла
- чи пĕчĕк ĕç укçин виçи вăтам ĕç укçин çурринчен кая мар пулмалла;
- çутçанталăк пурлăхне сутса тунă укçан пĕр пайĕпе Аслă ăрусене пулăшмалли фонд йĕркелесе ямалла;
- пенси укçипе социаллă пособи виçине ÿстермелле;
- инвалидсен пособине пысăклатмалла, сусăррисене хулара ирĕклĕн куçса çÿреме тата ĕç вырăнĕ тупма май туса памалла.
Ĕçлев прависене хÿтĕлемелле
- забастовка ирттерме чăнласах ирĕк пулмалла;
- кивçенле (заемлă) ĕçе пăрахăçламалла;
- ирĕклĕ профсоюзсем йĕркелеме тата профсоюз пуçлăхĕсене ĕçрен кăларса янине хирĕçлеме гарантисем пулмалла.
Çын хаклăхне ÿстерме тăрăшмалла
Вĕренĕве аталантармалла
- вăтам пĕлÿ тÿлевсĕр пулмалла тата аслă пĕлÿ илме чăрмав пулмала мар;
- ача-пăча сачĕсен шутне ÿстермелле, шкул умĕнхи вĕренÿ учрежденийĕнче кашни ача валли вырăн уйăрмалла;
- шкул умĕнхи учрежденире, шкулта, професси училищинче, аслă шкулта вăй хуракансен ĕç укçине темиçе хут ÿстермелле;
- вĕренÿ учрежденийĕсене коммерцилессинчен тата коррупци витĕмне лекессинчен сыхласа хăвармалла.
Пахалăхлă сывлăх сыхлавĕ пурне те тивĕçмелле
- сывлăх сыхлавĕнче çирĕп йĕрке тумалла, кашнинех тÿлевсĕр те çителĕклĕ таран сипленме майсем пулмалла;
- медицина ĕçченĕсен ĕç укçине ÿстермелле;
- халăхăн сывлăхне тĕрĕслеме тÿлевсĕр диспансеризаци ирттермелле;
- ют çĕршывран кÿрсе килекен сайра йышши эмелсемпе медицина хатĕрĕсене пошлина тÿлевĕнчен хăтармалла.
Наукăна пулăшмалла
- ученăйсене ăс-хакăл харпăрлăхĕн прависене çирĕппĕн хÿтĕлеме майсем туса памалла;
- çамрăк ученăйсене патшалăхăн пулăшмалла;
- ăслăлăх тĕпчевĕсем валли кÿрсе килекен сайра йышши хатĕрсене импорт пошлининчен хăтармалла.
Халăха Раççей культурипе паллаштармалла
- культурăпа ÿнер (искусство) валли укçа-тенкĕ ытларах уйăрмалла;
- культура объекчĕсемпе паллашма тĕрлĕ майсем пулмалла;
- ÿссе пыракан ăрăва патшалăх шучĕпе культура пурнăçне явăçтармалла.
Тăван тавралăха упрамалла
- Экологи министерствине çĕнĕрен туса хумалла;
- патшалăхăн экологи экспертизине тепĕр хут йĕркелесе ямалла;
- усă курнă ядерлă топливо каяшĕсене ют çĕршывсенчен илсе килме чармалла, атом электростанцийĕсене тума пăрахмалла тата кивелсе кайнă АЭСсене хупмалла;
«ЯБЛОКО» парти Раççей гражданĕсене çак программăна сĕнет, вăл – пирĕн çĕршыва аталану çул-йĕрĕпе яма пултаракан программа. XXI ĕмĕр пуçламăшĕ тĕлне хăйсен гражданĕсене пурнăçне тĕнчере чи çÿллĕ шая çĕклеме пултарнă мĕн пур çĕршыв çак çулпа пынă, пырать те.
Пирĕн çĕршыв паян суйлав умĕнче тăрать:
- XXI ĕмĕрте вăл е аталану çул-йĕрĕпе каять,
- е малашне те аталанаймасăр виççĕмĕш тĕнче шайне анса ларать те XXI ĕмĕрĕн варрине те пурăнса çитеймест.